Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.
Фон-Брант, Ступишин, Панин граф
Пугачева пӳлме шутларӗҫ,
Пӗрин патне тепри хутларӗҫ:
Ӑна тытасшӑн ункӑра.
Хусан, Мускав та Чулхула
Хӗҫпе, ак, чӗрӗп пек шӑртланчӗҫ,
Кӳреннисем пит ӑншӑртланчӗҫ —
Кун ҫук Пугачева пула.
Чӑвашшӑн Пугачев пит хаклӑ —
Ӑна кӗтет, вӑл пит хавас,
Анчах та халӑх вӑйӗ чакнӑ.
Пӗччен юлсассӑн мӗн тӑвас?
Шупашкара васкать отряд, —
Шыв урлӑ каҫнӑ самозванец, —
Хыпар пур: вӑй халь пуҫтарать
«Мужицкий царь»... «Ах, мӗн тӑван эс?
Пӗлместӗн, йӑнӑш ҫул тытан.
Вӑй ҫук так Яикра пытан...»
Барон ҫапла халь шухӑшлать —
Хыпар иртен пуҫа кышлать,
Памасть вӑл канӑҫлӑх пӗр чӗптӗм.
«Крамольный дух»... Вӑл туртӑнать,
Анчах умри хура, сӗм тӗттӗм...
Ҫӗн Аслӑ ҫул яка ытла та,
Ялтан тухса яла пырать.
Юртать ун тӑрӑх кавалькада,
Тӑвайккине вӑл хӑпарать.
Ак юланутҫӑсем пыраҫҫӗ:
Шӳт, мыскараллӑ калаҫу
Е туслӑн йӗплеме шыраҫҫӗ...
Вӗсен халь урӑх шухӑш ҫук.
Анчах та ашкӑнни, кулни те
Хӑранине, тен, пытарни,
Тен, мыскараллӗ шӳт туни те
Халь шиклӗ шухӑшран тарни?
Барон фон-Айсберг систермесӗр,
Вӑраххӑн юлчӗ уйрӑлса.
Ӗҫмесӗрех паян вӑл ӳсӗр,
Анчах ҫӳресшӗн урӑлса.
Пуҫра ыйту: «Ӑҫта каятӑп,
Ӑҫта тӗртет ку самана,
Ӑҫтан-ха пӗлӗн, тен, пуятӑп,
Тен, ватӗ туласа мана?»
Утне чарать — кая юласшӑн.
Ун темшӗн кӑмӑл пӑтранать.
Ҫак тӗнчере пӗччен пуласшӑн,
Чӗри ун темшӗн вутланать.
Пырать фон-Айсберг пӗр-пӗччен.
Хӗвел хӗртет, ҫил ҫук — пит лӑп.
Тавра тӗлӗнмелле чечен —
Тӗнче тӑрать пек канлӗ, тӑп.
Барон вӑрҫать халь хӑйне хӑй:
«Мана систерчӗ: итлемерӗм,
Алла тыттарнине илмерӗм.
Пулать, ак, маншӑн тутлӑ сӑй».
Баронӑн куккӗш кӗпӗрнаттӑр —
Фон-Брант, калаҫҫӗ, нимӗҫрен.
Апла пулсассӑн ма аптратӑр:
Фон-Айсберг хӑрамасть «ӗҫрен».
Ҫыру вулать вӑл: «Киле кил,
Васка, асту, ан турткалаш.
Хальхи самант, пӗл, ҫавра ҫил.
Пурнас килсессӗн ан тавлаш.
Леш Пугачев Хусан патне
Ыран-паян-и ҫывхарать.
Пӗлетӗн унӑн хӑватне:
Пӗри тарать, тепри хӑрать.
Ку вӑхӑт усӑсӑрах юлмӗ;
Паян вӑл саншӑн, пӗл, ӗнче.
Сисен: мана та намӑс пулмӗ
Императрица умӗнче».
Барон кулмасӑр чӑтаймарӗ
Ҫак ҫырӑва халь вуласан.
Мӗскершӗн кӑмӑла каймарӗ
Е илӗртмест ӑна Хусан?
Ун умӗнче, ак, ҫул юппи:
«Е пуласса шӑпам тӑрлатӑр,
Апла пулсан, ан варалатӑр
Чуна ҫак пурнӑҫӑн ҫӳппи;
Е кив йӑласене халь хирӗҫ
Тӑрас та йӗркине ватас?
Ҫут тӗнчере ман пултӑр пӗр ӗҫ,
Унпа хама хам тасатас».
Иккӗленни — вӑл йӳҫӗ лӗкӗ,
Юлать чӗре тӗпне ларса.
Пӑтрат, парах та кӑларса,
Вӑл тӑрӑлсан, текех ан тӗкӗн.
Чӑнах, ӑҫта ун утмалла,
Ӑҫта-ши ырӑ ӑраскалӗ,
Мӗнле ӑсчах халь тӗрӗс калӗ,
Хӑш еннелле ҫул тытмалла?
Кӳлсе тӑратмӑн телее,
Тилхепине тытаймӑн кӑрӑн,
Ҫула пӳлсессӗн те ие,
Ӑна хушаймӑн: «Сирӗл, пӑрӑн!»
Асапланать барон; чӗри
Вӑркать ун канӑҫлӑх памасӑр.
Иртмест пӗр кун та асӑнмасӑр:
Хӗре курасшӑн ҫав тери.
Куҫ умӗнчех тӑрать: Чечек,
Уҫланкӑ, шурлӑх, юланут,
Мӗнле сасартӑк ҫиҫӗм пек
Пырса чӗвенчӗ элчӗ ут,
Мӗнле асамлӑ ҫӳҫентерчӗ
Ҫилленнӗ хӗрӗн куҫ йӗтри...
Ҫав вӑхӑтра, тен, тӗрӗсленчӗ
Хӗр тимӗ, вӑйӗ, ӗмӗтри.
«Ишут, — чӗнет вал, — кӑшт тӑхта,
Пӗрле пырар-ха васкамасӑр,
Тарна сӑлтавсӑр ан юхтар,
Утсем те утчӑр васкамасӑр.
Ялан, чармасӑр чуптарсассӑн,
Пӗлетӗн, ут вӑл ывӑнать,
Ытла киревсӗр суптарсассӑн,
Вӑл такӑнать те йӑванать».
Ах, пирӗн пурӑнӑҫ ултавлӑ,
Тем васкататпӑр хамӑра.
Пурнасчӗ ирӗк, ырӑ, шавлӑ,
Нихҫан курмасӑр сӑтӑра.
«Эс сибарит, барон, пӗлетӗп:
Тӑрас тӑк тӑр, выртас тӑк вырт.
Хӑш чух эп хам та кӗвӗҫетӗп:
Ан шухӑшла, ан сӑх, ан ҫырт.
Сана кирли кашни кун хатӗр:
Ҫиме, ӗҫме те тӑхӑнма;
Мӗнле ҫӳп-ҫап чунна хумхатӗ,
Чӗнсен кам пымӗ пӑхӑнма.
Сана халь нимӗн кирлӗ мар:
Утна ҫитернӗ те шӑварнӑ.
Авалтанах, пӗлен, хӑварнӑ
Дворян ятне. Ку чӗр тымар.
Пӗлетӗн эсӗ, эп тымарсӑр;
Тымарсӑр йывӑҫ — вӑл юпа.
Тем чухлӗ пулӑп эпӗ харсӑр,
Ҫапах та вӑрманти упа.
Нумай эп илтрӗм, пӗлтӗм, куртӑм.
Вӑл маншӑн пулчӗ ҫӗн ҫӗпре.
Селем чуста пекех хӑпартӑм,
Анчах... вал юлчӗ тӗлӗкре.
Ман тӑрӑшни, туни, пулни
Кӗтмен ҫӗртен, самант саланчӗ.
Ман мӗн пурри те мӗн юлни, —
Ир-каҫ вӗрет пуль, — тӑлӑх анчӑк.
Эп каҫармастӑп ҫак сиеншӗн,
Хам виличчен, пӗл, тавӑрап,
Юри, мана шута илменшӗн,
Телей утне эп ҫавӑрап.
Эп шуйттана чуна халь сутӑп,
Ҫул ҫех ман пултӑр тап-таса,
Ача-пӑча, ҫын урлӑ утӑп,
Пӗр хӗрхенмесӗр таптаса.
Мӗн калӗҫ-ши мана курсассӑн?
Пӗл, Пугачев вӑл ман тӑшман.
Пӑлхавҫӑсем!.. Тирне ҫурсассӑн,
Каламӗҫ: «Эпӗ пулӑшман».